Last updated 2 weeks, 1 day ago
Last updated 1 month, 3 weeks ago
Нарӑсӑн 21-22-мӗшӗсенче Йошкар-Олари конфенренцине хутшӑнтӑм. Чи пахи: пӗрешкел ӗҫ тӑвакансемпе тӗл пулса калаҫни.
Халь пӗр художникӗн биографине чӑвашла куҫаратӑп. «Работал художником-живописецем ЧТПМ ХФ РСФСР» — ҫакӑнта ЧТПМ тени мӗне пӗлтерет, кам пӗлет? Кӗскетсе тултараҫҫӗ те кайран вӗсем хыҫҫӑн пуҫ ватса лар :(. ХФ — художественный фонд икенне тупрӑм-ха… РСФСР ахаль те паллӑ... ЧТПМ вара мӗн япали? Чувашский? Чебоксарский? Т — «творческий» пуль... М — тен, мастерская? Уф…
Ман докладӑн хӑтлавӗ (презентацийӗ)
‼️ Ыран, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, тунтикун, 19:00 сехетре, Яндекс.Телемост урлӑ видео-урок ирттерӗп. Тема: Википедири статьясене вырӑс уйрӑмӗнчен чӑвашла куҫарасси. Вӑл урока ирттерме ӗнер ятарлӑ инструкци ҫыртӑм, унпа кунта паллашма май пур. Видео-урокра ҫак инструкципе мӗнле ӗҫлемеллине ӑнлантарса парӑп. Тепӗр май каласан, Википедири статьясене «Атӑл.Тӑлмачпа» усӑ курса чӑвашла куҫарма хӑнӑхса ҫитӗпӗр.
Урока хутшӑнмалли каҫӑ: https://telemost.yandex.ru/j/42811304884070 (тӳлевсӗр, ҫак каҫӑна уҫса браузер урлӑ е Яндекс.Телемост программӑна лартса итлеме май пур)
Ку пӗрремӗш урок, пуҫласа ирттеретӗп. Тен, пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулсан, малашне урӑх темӑсемпе те уроксем пулӗҫ.
«Чӑваш Ен калаҫать» каналта Владимир Путинӑн салам сӑмахне имӗш нейросеть чӑвашла куҫартнӑ тесе пӗлтерчӗҫ.
Шел те, ку фейк кӑна. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен кунашкал аван калаҫма (интонаципех-ҫке!) пит нумай даннӑйсем кирлӗ. Хальхи вӑхӑтра вара арҫын сасси ҫителӗклӗ калӑпӑшпа Библие сасӑланинче кӑна пур. Нейросетьпе сасса улӑштарма та май пур — анчах кунта темшӗн ҫапла туман.
Куҫарӑвне те тишкертӗм — ни «Яндекс.Тӑлмач» сӗнекенни мар, ни «Атӑл.Тӑлмачӑн» мар. Ҫапла май алӑпах куҫарни курӑнать.
Кунашкал фейксен сиенӗ мӗнре-ха? Ахаль халӑха, паллах, улталама пулать. Анчах ҫав халӑхах ҫакӑн хыҫҫӑн «пирӗн ӗҫлекен нейросеть пур-ҫке, эсир мӗн унта мӑшӑрсем кирли пирки, текста сасӑласси пирки ыйтатӑр?» тесе ыйтма пултарать. Япали пур-ҫке, мӗншӗн ӑна тумалла тет? Пулӑшасшӑн та пулмӗҫ.
Хайп тума пулать-ха ӗнтӗ кунашкал «салам»-семпе. Анчах сиенӗ те пит пысӑк!
Ӗнерхи пӗлтерӳ хыҫҫӑнхи пӗтӗмлетӳсем:
• 3 ҫын Википедири статьясене куҫарас ӗҫе хутшӑнма кӑмӑлларӗҫ; пӗри 2 статья куҫарчӗ.
• 3 ҫын сасӑласа пулӑшма хатӗр пулчӗҫ; иккӗшне ӑнлантарса патӑм, пӗри вӗсенчен 21 минут сасӑлама та ӗлкӗрчӗ.
• 1,2,3 — ку пунктсене никам та ыйтмарӗ-ха...
4-мӗш пункт тӗлӗшпе темиҫе ҫынна хутшӑнтармалла пуль. Бюджет палӑртас та — кам ытларах ӗҫлӗ, вӗсене ытларах лекӗ. Хальлӗхе ҫапла йышӑну тӑвас тетӗп. Ҫавна май, кӑмӑл пур пулсан ҫыхӑнма пултаратӑр: @astahar
Кун пек фильм та ӳкернӗ иккен… Пӗлменччӗ…
Кӑсӑклӑ пек туйӑнчӗ :)
❄️ Хӗле хатӗрленетӗп. Ҫӗнӗ юрҫӳрен туянтӑм. Вӗр-ҫӗнӗскер!Шел те, йывӑрлӑхсем те сиксе тухрӗҫ. Пирӗн Шупашкар тӑрӑхӗпе ӗҫлекен Ростехнадзор ӗҫченӗ отпускра иккен, ҫитес тунтикун кӑна тухать. Ман вара, туяннӑ хыҫҫӑн 10 кун хушшинче регистрацилемелле. Шупашкар хулинче регистрацилеме тивет пулас :(.
Хакӗсем, уф! мӗн тери ӳссе кайнӑ! Ҫавах хамӑн ӗмӗте пурнӑҫласах терӗм кӑҫал — туянса ятӑм. Халь юр ларасса кӑна кӗтмелле.
Ку хакпа, паллах, ют ҫӗршывра кӑларнӑ чаплӑ юрҫӳрен те туянма май пулӗччӗ. Анчах — усӑ курнине. Ман вара унашкаллисемпе темскер ӗҫ тухмарӗ. Ҫавна май вӗр ҫӗннинех туянас терӗм. Йошкар-Олана та ҫав тӗллевпех темиҫе кайса килме тиврӗ (Шупашкарта Stels юрҫӳренсене сутмаҫҫӗ те). Чи аванни вара — Андрей Чемышевпа калаҫса илни, унӑн опычӗпе паллашни.
Сӑмах май, Йошкар-Олари «Драйв» салон тараватлӑ ӗҫлени ман кӑмӑла кайрӗ. Юрҫӳрене пит хӑвӑрт илсе килсе пачӗҫ.
Last updated 2 weeks, 1 day ago
Last updated 1 month, 3 weeks ago