Unlock a World of Free Content: Books, Music, Videos & More Await!

Пархатар

Description
Аван-и!!!
Ӗмӗтсем, эх, ӗмӗтсем, вӗсем ялан аслӑ, таҫти ҫити ҫулсем ҫине те тухма хатӗр. Вӑт, халӗ тата акӑ ПАРХАТАР ҫулӗ тупӑнчӗ.
Вулакан темле калӗ ӗнтӗ. Эпир ҫавах та ку енӗпе палӑртнисене аяккалла тӗксе ямасӑр малаллах, сирӗнпе пӗрле утма тӑрӑшӑпӑр.
Advertising
We recommend to visit

Солдат Бастрыкина
soldatbas@tutanota.com

Last updated 3 weeks, 2 days ago

Кыргыз Республикасынын Министрлер Кабинетинин расмий баракчасы

Официальная страница Кабинета Министров Кыргызской Республики

Last updated 2 weeks ago

Автордук укукту сактаңыздар!

Last updated 1 month, 2 weeks ago

3 weeks, 2 days ago

Аван-и!!!

Ҫуралсанах вӗреннӗ чӗлхе виличченех манӑҫмасть (ваттисен сӑмахӗ).

Паянхи ҫурхи тӗнче чӑваш чӗлхи кунне ҫителӗклӗн палӑртса хӑйӗн хевтине кӑтартӗ. Вӑл кӳлепине еплерех лӑш-ш! янине эпир ятарлӑ градусник лартмасӑрах палӑртма пултаратпӑр. Унӑн черчен таппине вӑй паракансем - хастар, патвар чӑвашсем - кирлӗ. Пурне те халь килес кун шухӑшлаттарать. Малашне, тепӗр 77 ҫултан, тӑван чӗлхене кам ыталӗ?
Йӗрсех лармӑпӑр-ха, пурнӑҫ малаллах хӑйӗн пӑлхавлӑ хӑвӑртлӑхӗпе утать. Иртни те кӑмӑла чӗртме тивӗҫ, пуласси те ытлашшиех чуна пӑрлантармӗ. Эппин, хастар ӗҫченсем пур чухне кун-ҫул ытарӗ пирӗн ӗмӗтсене пурнӑҫлама майсем те туса парӗ. Хамӑр ҫине тӑрсах тӑрӑшсан. Чунпа, чӗрепе унпа пӗр пулсан.
Куратпӑр халӗ ак, пирӗн тӗрек пач иксӗлмен. Пултарулӑхра савӑнӑҫ тупакансем йышлӑ вӗт. Тӑван чӗлхе малашне те чылай ҫамрӑка илӗртӗ, пӑлхантарӗ, шухӑшлаттарӗ. Ку таранччен тӑван чӗлхепе тухнӑ кӗнекесем хальлӗхе яр уҫӑ чухне шанӑҫ та ҫухалмӗ. Чӑваша тата чӑваш чӗлхине чӑтма тунӑ, ҫав ӑс-хакӑл телейӗн ҫулне ҫеҫ ҫухатас марччӗ!!! Тайма пуҫ чӗлхемӗр лаҫҫинче куллен тӑрӑшакансене! Ыррине эпир ялан шанатпӑр!!! Тӑван сӑмах эс яланах ҫапла сипетлӗ те сӗткенлӗ пул!!!

3 weeks, 4 days ago

Аван-и!!!

Чӗлхе пӗлсен чӗкеҫпе те калаҫма пулать (ваттисен сăмахĕ).
Чӗлхе айӑпӗ каҫан ҫинче каҫӑнать (ваттисен сăмахĕ).
Чӗлхе пӗлсен пытарнӑ мул та тупӑнать (ваттисен сăмахĕ).

Гаврил ФËДОРОВ
«Сĕреке ятăм Атăла...»

Сĕреке ятăм Атăла
Шор пол кĕтĕр теиса.
Шор пол пырса кĕрс(е) ӳкрĕ,
Тохрĕ полли выляса.

Ĕмĕтлентĕм малалла
Осси полĕ-ши теиса.
Осси полчĕ полмаллах,
Тохрĕ чапĕ савăнса.

Шăпчăк кайăк пахчара
Çĕрĕн-конĕн йор йорлать,
Сад пахчине янтратать,
Ăйăх çыврас шох(ă)ши çок.

Эпĕ хам та çавнашкал:
Йор йорлама тăрсассăн
Йор шохĕш те, сăвă шохĕш...

Çĕнĕ çони çут çони.
Çони каять малалла,
Çолĕ йолать çутăлса.

Эпĕ йорланă йоррийĕ
Ячĕ тохтăр ял çине,
Чап сарăлтăр çутăлса.

Кĕмĕл çĕрĕ çыруллă,
Тохнăр çыру пĕтиччен.
Эпĕр йорланă йоррине
Аснăр асран каяччен.

1 month ago

Ирина Иванова

Ирхи тӗнчен пур хӑйӗн техӗмӗ-илемӗ:
Кӑвак хуппи сирӗлнипе ҫӗн кун килет.
Тавралӑха хупланӑ кӗмӗл чӗнтӗрлӗ элемӗ
Ҫут сывлӑмпа каҫ ӗнтрӗкне сирет.

Ҫут уйӑха ҫак самантра пачах кураймӑн.
Кӗвентине вӗҫертнӗ хӗр, мӗлки те ҫук!
Ӑна халь тин, чӑнах та, ан шыра - тупаймӑн,
Ун ӗлкине те асӑрхаймӑн эс ку чух.

Ирхи тӗнчен тӗпелӗ чӑн та ирӗк, анлӑ:
Тӑвӑрлатмасть ӑна шӑв-шав та тӗмеске.
Паян тытма ӗнер ҫитмен тӗк темшӗн алӑ
Вӑл-ку ӗҫе те, тусӑм, вӑхӑт тупӑн-ҫке.

Ирхи тӗнчен чӑн пирӗштин пек сӑнӗ:
Пур вараланчӑкӗ, тен, ҫӗрӗн тамалать?
Кун каҫиччен мӗнле вӑл улшӑнӗ - кам сӑнӗ?
Тӗнче шалтан хӑҫан йӑлт тасалать?
Ака, 2024.

2 months, 3 weeks ago

https://vk.com/wall751611334_10289

VK

Валерий Алексеев. Запись со стены.

Притча дня Зависть В больнице, в двухместной палате, лежали два безнадежных больных. У них... Смотрите полностью ВКонтакте.

2 months, 3 weeks ago

Аван-и!!!

Тӑван чӗлхене ҫут тӗнче умне кӑларакан чӗлхеҫӗ

Ку таранчченхи ăс=хакăл пуянлăхĕпе усă курса, тăван чĕлхемĕрĕн тем тĕрлĕ вăрттăнлăхсене уçса памашкăн, малашне те Турри сана, хисеплĕ профессор, вăй=хăват парсах тăтăр!!! Хутран=ситрен килекен ăш вăркавĕсем пач урăх çулсемпе çÿреччĕр!!! Санăн иксĕлми ĕмĕт хĕлĕхĕсем пурне те тĕрĕс çулпа утмашкăн майсем туса паччăр!!!

Н.И. ЕГОРОВ профессорпа В. Николаева калаçнинчен:
«... Паян кăшт-кашт вĕренкеленĕ кашни чăвашах «çуллă çисе тутлă какăрасшăн ăнтăлса пурăнать». Философа та, ав, ăс-хакăл культури мар, пурлăх культури кăларса пар! Истори кирлĕ мар ăна. Çине тăрсах тăн парать мана: «Мĕн тума аппаланатăн авалхи çав историпе пустуй. Халăха каялла туртса пыратăн. Халăха малалла туртмалла. Пуян пурăнма вĕрентмелле!». Эпĕ пуян пурнăçа нихăш енчен те хирĕç мар. Анчах та çын тени чи малтан ăс-хакăлтан пуян пулмалла. Мулĕ вара хăех ун патнелле туртăнма пуçлать. Укçа-тенкĕ ăс-тăнран малта тăма тытăнсан нихăçан та ырри пулмасть. Манăн никама та «тăпри çине шыв сапнине» кăтартас килмест.
Мĕнпе мăнаçланма пултарать паян чăваш? Халăхăмăрпа! Унăн чун-хавалĕпе, пурнăç вăй-хăвачĕпе! Халăхăмăрăн вышкайсăр пуян ăс-хакăлĕпе! Халăхăмăрăн ламран лама тăсăлса пыракан кун-çулĕпе! Чĕлхемĕрпе, тепĕр тесен...
Чĕлхе пĕлни – калаçма, вулама-çырма пĕлни – пĕр япала, чĕлхе материалĕпе ĕçлеме пĕлни – тепĕр япала. Çак икĕ япалана пĕр-пĕринчен уйăрма пĕлмелле. Анчах пирĕн кашни кăшт-кашт чăвашла перкелешекен çын хăйне чĕлхеçĕ, чĕлхе пĕлĕвĕн ăсти тесе шухăшлать. Тытăнать вара сăмахсене хăй пĕлнĕ пек /тĕрĕсрех каласан – хăй пĕлмен пек/ ваклама, шĕлепке вăл ăшă лĕпке иккен, яштака – яш така имĕш... Шкул пĕтеркеленĕренпе чĕлхе ыйтăвĕпе çырнă пĕр кĕнеке тытса вуламан-ха хăй. Çапах пурне те тиркеме, пурне те вĕрентме, пурне те питлеме пĕрре те именмест. Уйрăмах чĕлхеçĕсене тивет – вĕсем чĕлхене пăсаççĕ иккен...
Чĕлхене пăсса пăх-ха ăна. Чĕлхе вăл хăй еккипе пурăнакан япала. Пуплеве çÿплетпĕр – ку пур вара. Ăна каллех чĕлхене чĕлхеçĕсенчен те маçтăр пĕлекенсем çÿплеççĕ. Чăваш чĕлхи вĕсен кайсах пĕтмест. Катăкрах та пек туйăнать пулмалла, кăнттамрах та пек. Тата ăслă çав чăвашсем чăваш чĕлхине ялан чухăн тесе шухăшлаççĕ. Чăваш чĕлхи чухăн мар, манăн хамăн пуплев кăнттам. Вăт çакна ăнланма йывăр вара... Ăнлантарма ан та тăрăш - усси çук... Ф. де Соссюр чĕлхепе пуплев пĕр япала маррине чи малтан вăл чухласа илнĕ. Унтанпа çĕр çул та иртнĕ ĕнтĕ, анчах пирĕн чĕлхеçĕсем çав уйрăмлăха ку таранччен те ăша хывайман-ха. Юратмастпăр эпир, чăвашсем, ăслă кĕнекесем вулама...».

2 months, 4 weeks ago

АВАН-и!!! Паян, хăватлă кун таппипе пит шавлах мар, анчах та хăй сăвви=юрриллĕ чăвашсен хайлавлă тĕнчине килнисем йышĕнче çыравçăсем чылаях. Ун пек савăнăçлă кунсем çулталăкра пĕрре çеç килет тесе, çав-çавах çунат çумне çунат хушса – тăвансемпе, тус-юлташсемпе, ĕçтешсемпе пĕр çавра сĕтел хушшине ларма тăрăшатпăр. Хăйĕн çывăх йышне пит тÿсĕмлĕ, ялан çĕнĕ утăмлă, сар ытарлă, сумлă шухăш-сăмахлă Галина Алексеевна Матвеева та пуçтаратех пулĕ паян хĕллехи тĕпеле. Унăн сăвви-поэмисенче – ăша хыпса çунтаракан, тĕрĕслĕхĕпе тăтăш пăлхантаракан, ăс-хакăла çĕн шанăç кÿрекен пĕтĕм чăвашăн пурнăçĕ, хавасĕ, малашĕ. Чун-чĕререн саламлатпăр ăна, хамăран паллă ентеше черетлĕ çуралнă кунпа!
Галина Алексеевна, пултарулăх çулĕ чĕре кăварĕпе пĕр пулса тикĕс çулпалах пытăрччĕ. Ялан çирĕп сывлăх пултăр сирĕн!!! Çăкăр-тăвар сĕтел çинчен ан татăлтăр!!!

ГАЛИНА МАТВЕЕВА
Çеçкери улмуççин кăпăкри вуллине
Юлнă эпĕ курмасăр,
Туратсем йăтайми пиçекен улмине
Юлнă эп тутанмасăр.

Çитрĕ кĕр. Улмуççин çулçисем те юлман,
Йăлт пушаннă, çаралнă…
Чи çÿлте ман тÿпе – пĕртен-пĕр сар улма…
Татма çук çара аллăн.

Ÿпкелешмĕп – пулсан та хĕвел анăçра –
Ăраскалăм тулман пек.
Çав улма пек сайра-мĕн телей пурнăçра,
Хаклă çав улма пек…

3 months ago

Василий КЕРВЕН

Кервен (Василий Гаврилович Кошкин) 1949 çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Патăръел районĕнчи Упамса ялĕнче çуралнă. Паян вăл 75 çул тултарать. Саламлатпăр. #Халăх шкулĕ.

ТĂВАН КИЛТЕ

Тăван килте пур япала та чĕрĕ
Ачалăх ĕмĕрех юлсан чунра.
Пĕр талăкрах юмахрилле ĕрчерĕ
Тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш ман умра:

Турат куçсем шăтарасла пăхаççĕ
Сĕрсе тасатнă сарă маччаран.
Улмуççисен писевĕ пит паха-çке,
Кĕрет чи тутлă шăршă пахчаран.

Аттен картишĕнчи ут урапи те
Машинăран хитре çак кунхине.
Çу çитнине пăхмасăрах ман питĕ
Ларса курас килет çуни çине.

Лашасăр-мĕнсĕрех вĕсем хастаррăн
Илсе çӳрессĕн туйăнать самай.
Ача чухне шуç чуманпа, мăнтарăн,
Лартса кайма пулсаччĕ кукамай.

Аннен çут шăллă йывăр ал арманĕ
Тĕк евĕр çăмăлланнă, тамаша.
Ăна вăйпа тахçан эп çавăрман-и?
Тĕкĕнсенех халь ухăнать ташша.

Вутта хыпать шур кăмака çăварĕ,
Хăй чĕлхипе ухват та калаçать.
Хытах çилленнĕ пек вучах кăварĕ
Пĕр хĕрелсе, кăвакарсах каять.

Аппа тума пĕлетчĕ хӳхĕм тĕрĕ,
Упраннă ал шăллийĕ лайăхах.
Унти сар кайăк каснă-лартнă чĕрĕ,
Вĕçсе тухассăн туйăнать часах.

Çил мар паян (ларсах итлетĕп шăпăрт) –
Пиччем кăштах юнтармăш шăллĕне
Юри юрасшăн ăсталанă шăпăр
Калать пек кĕвĕсем хăй тĕллĕнех.

... Çуралнă ен асилӳпе тăварлă,
Çуралнă ен сипетлĕ мĕн таран:
Хăш чух ăнман кунсем-çулсем хăварнă
Сурансене тивет е мантарать...

Пĕр талăкрах юмахрилле ĕрчерĕ
Тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш ман умра.
Тăван килте пур япала та чĕрĕ
Ачалăх ĕмĕрех юлсан чунра.

3 months ago

Аван-и!!!

Чунпа тем те тума пулать: ыраттарма та, авкалама та, шеллеме те, йӗртсе макӑртма та, ҫунатлантарма та...

Эп пӗлместӗп, мӗн чӗнет вӗсене ҫапла хӑйсен чун хунарне ыттисем валли ҫутма? Тен, тӑтӑш ҫутатма!!!
Ытарайми юрату? Ытарайми ҫут тӗнче (пӗри урасӑр, тепри алӑсӑр)? Ытарайми чӑрсӑрлӑх е кашни самантра ҫав асапа парӑнманлӑх?
Иртнӗ-пулнӑ тенипе лӑпланманскерсем пире те ӑмсанмалла чӗр пурнӑҫ ташшине чӗнеҫҫӗ. Вӗсем вӗт хӑйсен пурнӑҫӗ ҫине элчеллӗ пӑнчӑ лартман. Куҫҫульленсе, ай пӗтрӗмӗр! тесе ал сулман. Пачах та, урӑххине, пурӑнас туйӑмӗсене аякка ывӑтмасӑр, кӗвӗпе хусканусене пӗр тӗвве ҫыхса пурӑнӑҫ капла та ӑшӑ пулма пултарнине тӗнче илтмелле кӑтартаҫҫӗ. Вӗсене курнӑ хыҫҫӑн урӑххисем кӑтартакан темле урмӑш ташӑсене тӗнчере пултарас та килмест. Кусем вара, кун-ҫул капла та паха пулма пултарать тесе ӗнентерекенскерсем, пач чунӗпе те, кӗлеткипе те аманманах пулӗ тесех шутлатӑн.
Хӗрхӳ ытама упра, пурнӑҫ хӗсметне ан парӑн!!!

3 months ago

АВАН-и!!!

Сив юр кивелесси нумай юлмарĕ
килес çур кунĕ тикĕс килтĕрех...

ХӐЙӐ ҪУТИ
Алина НИКОЛАЕВА
Таҫта, шалта, пит инҫетре
Ҫунать хуллен пӗр пӗчӗк хӑйӑ.
Мӑнаҫ ҫутийӗ тӗттӗмре --
Самантлӑх сӳнтерме ан хӑйӑр.
Чӗре тӗпне, чун хавалне
Куллен вӑй-хал панийӗ ырӑ.
Этем курать сахаллине:
Виҫҫеллӗн унпала эс пурӑн.
Мӗне кирлех кӑвайт ҫунни
Енчен унран пушар пулсассӑн?
Ҫитет хӑш чух хӑй ҫутатни,
Чылай вӗр вӗҫӗм йӑлкӑшсассӑн.

Алина Николаева-Ӳнерпи

3 months, 1 week ago

АВАН-и!!!
Кӑштах позитив. Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ умĕн.

#Эпĕ тăван чĕлхепе калаҫатăп. #Эпĕ чăвашла калаҫатăп.

Тăван чĕлхене упрама пĕлни – кун-çул ытарĕ, çирĕпĕ, çутти. Эпир хамăр тăвансен вырăнти калаçăвне те курса, пĕлсе тăратпăр, эппин, ăна хăйне ытараймасăр утма (йĕкĕлтесе мар!) шанăç памалла. Унăн аталанăвне ĕненмесĕр часах амантма пулать. Пĕр-пĕр вырăнти сăмахсемпе усă курса калаҫакана та пӳлмеллех мар пулĕ. Вăл вĕт унăн пурнăçăн кĕвви.
Пире хамăрăн кун-çул ĕмĕтсенчи малашлăха туйса тĕрĕс çул тупма, вăратма (чĕлхере урмăш çул çук), çĕнетме сĕнет, çав кăмăла малашне те пĕртте вĕçертмесĕр сума сума (танл. «сума сăвать», «сума сурăм») чĕнет…

Гаврил ФЕДОРОВ
Толлит-туллит мĕн коллянас?

Толлит-туллит мĕн коллянас?
Ĕлĕк те нăмай колляннă та,
Посмăрлăхран тохассишĕн.
Халь посмăртан тохрăмăр,
Тăта мĕншĕн коллянас?

Толлит-туллит мĕн коллянас?
Ĕлĕк те нăмай колляннă та,
Çĕнĕ порнăç тăвассшĕн.
Çĕнĕ порнăç турăмăр та,
Тăта та мĕншĕн коллянас?

Толлит-туллит мĕн коллянас?
Ĕлĕк те нăмай колляннă та,
Начар лашапа çӳресе.
Халь машинăпа чоптаратпăр,
Тăта та мĕншĕн коллянас?

Толлит-туллит мĕн коллянас?
Ĕлĕк те нăмай тарăхнă та,
Çорран çӳресе, ывăнса.
Халь кайăк пек вĕçеççĕ,
Тăта та мĕншĕн коллянас?

Толлит-туллит мĕн коллянас?
Ĕлĕк те нăмай колляннă та,
Аслă çола тохассшĕн.
Аслă çола тохрăмăр та,
Тăта та мĕншĕн коллянас?

Канаш çолĕ, аслă çолĕ,
Ик айккипе йăвăçлăх та.
Коçпа та пăхсан — коç савăнать.
Коçпа пăхсан коç савăнать,
Шохăшласан чон савăнать.

We recommend to visit

Солдат Бастрыкина
soldatbas@tutanota.com

Last updated 3 weeks, 2 days ago

Кыргыз Республикасынын Министрлер Кабинетинин расмий баракчасы

Официальная страница Кабинета Министров Кыргызской Республики

Last updated 2 weeks ago

Автордук укукту сактаңыздар!

Last updated 1 month, 2 weeks ago