❤️? Eng sara yangi trend qoʻshiqlarni siz uchun taqdim etamiz ?
❤️? Barcha qoʻshiqlar original va pechatsiz holatda ?
Reklama uchun: @T1MoTel_23
Телеграм каналларимиз:
✅ @huda_uz
✅ @shams_solih
Мурожаат учун:
? @huda_murojaat_bot
Менеджер - @krishenik (вопросы только по рекламе ‼️)
Last updated 1 месяц назад
P.S. Ҫав кнеҫӗн юлашки арӑмӗ пӑлхар хӗрӗ пулнӑ тет. Хӑйӗн тӑван ҫӗршывне тустарнине ҫав арӑм чӑтайман, кнеҫе хирӗҫ ҫынсене пуҫтарнӑ та вӗлерттернӗ.
"Чӑваш ачи, сассуна пар" теҫҫӗ 🙂
Пулӑшма кӑмӑл пур-и?
Ача ӗҫӗ ҫинчен
Ялта пире яланах мӗн пӗчӗкрен аслисемпе пӗрле ӗҫе явӑҫтарса ӳстернӗ. Хӑш-пӗр чухне ача валли ытлашши йывӑр ӗҫ те пулкаланӑ ӗнтӗ. (Тен, ҫавӑнпа ял ҫамрӑкӗсем хуларисенчен лутрарах та, ҫав вӑхӑтрах чӑтӑмлӑрах).
Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ хулара пурӑнать, килти ӗҫ сахалтарах та, йывӑрах та мар. Ҫапах ылтарах та ытларах "ачасене ӗҫлеттермелле мар, вӗсен ӗҫӗ -- вӗренесси" тени илтӗнет. Хӑшӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ачисем килӗнче вуҫех нимӗн те тумаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ вӗсене ытлашши ывӑнасран сыхлаҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах, килти ӗҫ ачасене мӗнле витӗм кӳни ҫинчен пӗлтерекен пысӑк тӗпчевсем тухсах тӑраҫҫӗ.
Чи интереслӗ вырӑнсем ҫапла:
🔹Килте ӗҫлекен ачасем ӳссе ҫитӗнсен вӗсен ӗҫ этики ытларах аталаннӑ, ҫавна кура вӗсем лайӑхрах специалистсем пулса тухнӑ.
🔹Пахча ӗҫӗ ҫичӗ ҫултан аслӑрах ачасен 2-мӗш типлӑ сахӑр диабечен хӑрушлӑхне 13% чакарнӑ.
🔹Кашни кун килти ӗҫ тӑвакан ачасен ӳссе ҫитсен деменци теветкелӗ 21% сахалтарах пулнӑ.
🔹Килте пач ӗҫлемен ачасене вӗсен пурнӑҫӗ 30% ытларах килӗшмест.
🔹Килте ӗҫлекен ачасем хӑйсене пысӑкрах хаклаҫҫӗ, мӗншӗн тесен куллен пӗчӗкшер ӗҫ "ҫӗнтерни" вӗсене хӑйсен вӑйне ӗненме пулӑшать.
Ҫӑлкуҫсем:
https://pubmed.ncbi.nlm.nih.gov/35640882/
https://link.springer.com/article/10.1007/s12671-014-0360-9
https://pubmed.ncbi.nlm.nih.gov/30507727/
https://www.medicalnewstoday.com/articles/new-study-investigates-which-activities-are-tied-to-a-lower-dementia-risk
https://www.litres.ru/book/bi-fogg/nanoprivychki-malenkie-shagi-kotorye-privedut-k-bolshim-peremenam-57424317/chitat-onlayn/
Чӗлхе хӑҫан уҫӑлать тата мӗнле манӑҫать
Нумай чӗлхелӗх ҫинчен каласа паракан ҫуркуннехи лекцисенчен пӗчӗк конспект турӑм:
?Чӗлхе чӑн-чӑн тӑван пултӑр тесен ӑна 10 тултариччен вӗренме пуҫламалла ("кӑштах ӑнланатӑп" шайӗ те билингвизм шутланать).
?Чӗлхе аталантӑр тесен ачасемпе эрнере 15-20 сехетрен нумайрах калаҫмалла. Сахалтарах пулсан -- чӗлхе манӑҫать, е пач уҫӑлмасть.
?Нумай чӗлхеллӗ ача нормисем:
1 ҫулхи ача -- миҫе чӗлхепе унпа калаҫаҫҫӗ, ҫавсене ӑнланать.
1,5 - 2 ҫултан пуҫласа 3 - 4 тултариччен -- икӗ чӗлхе хутӑштарма пултарать.
2 - 5 ҫулта -- чӗлхе аталанӑвӗ пӗр чӗлхеллӗ ачасенчен кӑштах кая юлса пырать.
4 - 5 ҫулта -- икӗ чӗлхе уйӑрать.
5 ҫулта -- ачасен чӗлхе туйӑмӗ, чӗлхе шайӗ пӗр чӗлхеллисенчен ирттерме пуҫлать.
?Ачасем 9 тултариччен урӑх чӗлхе ҫине пӗтӗмпех куҫсан пӗрремӗш чӗлхи манӑҫать. Миноритарлӑ чӗлхепе 30%-ран кая мар усӑ курмалла.
?Мӗнле маларах чӗлхепе усӑ курма пӑрахаҫҫӗ, ҫапла хӑвӑртах чӗлхе ҫухатаҫҫӗ.
?Ачалла пӗрре вӗреннӗ, анчах унтан маннӑ чӗлхене ҫӗнӗрен вӗренме ҫӑмӑлтарах -- пуҫ миминчи нейронлӑ ҫулӗсем пурпӗр юлаҫҫӗ, вӗсене ҫӗнетме пулать.
?Килте калаҫни чӗлхе уҫма пултарать, анчах "кухньӑран" ҫулерех шая ҫитме ҫав чӗлхепе эрнере пӗрре те пулин вӗренмелле, вуламалла, сӳтсе явмалла.
Ҫӑлкуҫӗ:
https://youtu.be/8qlqA_nO8ec
https://t.me/chushu/1473
Я хочу выпустить мерч с моими дизайнами, возможно платки или простую одежду, вся выручка с которой полученная внутри России, шла бы на благотворительность в Чувашии, в идеале правозащитной организации. (помимо себестоимости и логистики конечно)
К сожалению я не могу сама отправлять посылки и заниматься логистикой внутри страны.
Так что друзья, если вы знаете платформу или бренд с которым я могу сотрудничать в этом плане- расскажите пожалуйста.
Если мы не знакомы, можно написать сюда в личные сообщения:
https://www.instagram.com/thearmourofmemory?igsh=MTcyNm92c2l4OWVyaQ==
ASMR (autonomous sensory meridian response)
- контент хӑй шутне лӑпкӑ тата ҫепӗҫ сасӑсене, тимлӗн пӑхнине, объектсене йӗрленине тата ачашланине кӗртет. Пӗтӗм ҫынсенчен 20% пек ASMR эффектне туйма пултараҫҫӗ тет: ҫавӑн пек видео пӑхнӑ чух ӳт тӑрӑх шатра иртсе кайма пултарать е урӑх туйӑм сиксе тухать.
ASMR ыйхӑсӑр, пуҫ ыратнипе, ытла вӑйлӑ пӑшӑрханнипе асапланакансене пулӑшма пултарать, анчах унӑн тухӑҫлӑхӗ ҫынран ҫынна расна. ASMR опычӗ тӗрлӗ ҫынсен чылай уйрӑлса тӑма пултарать: пӗрисене вӑл лӑплантарать, теприсене чӑрмантарать.
АSMR тата мизофони (хӑш-пӗр сасӑсене тӳсейменни) хушшинче ҫирӗп пӗрпеклӗх пур. Вӗсем пӗр спектрти реакцисен икӗ хирӗҫле вӗҫӗсем пулма пултараҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра вара ASMR -- сасӑ-туйӑмлӑ синестези спектрӗн позитивлӑ вӗҫӗ.
Синестези -- неврологиллӗ тӗлӗнмелле феномен, ҫавна туякан ҫынсем япаласен физикӑллӑ паллисем арпашса е пӗрлешсе кайнине сӑнаҫҫӗ: вӗсем шӑршӑ сассине илтме е саспаллисен тӗсне курма пултараҫҫӗ, тата ытти те . Тӗслӗхрен тата, пӗр тӗрлӗ салма тутлӑ пулать, тепӗр тӗрлӗ, ҫав чустаранах туни -- тутлӑ мар пек туйӑнать.
Кун пек эффект пуҫ мимин тӗрлӗ пайӗсен хушшинче изоляци ҫителӗксӗр пулнипе пулать, урӑхла каласан, пуҫ мимин пӗр пайне каякан сигнал ҫула май урӑх пайне те пӑлхатать.
Ҫапла вара ASMR туякан ҫынсенче вӗсем илтекен сасӑ темле туйӑм ҫуратать: лӑпкӑ е чӑрмавлӑ.
P.S. комментарисенче сире килӗшекен чӑвашла ASMR-видеосене ярсан аван ☀️
❤️? Eng sara yangi trend qoʻshiqlarni siz uchun taqdim etamiz ?
❤️? Barcha qoʻshiqlar original va pechatsiz holatda ?
Reklama uchun: @T1MoTel_23
Телеграм каналларимиз:
✅ @huda_uz
✅ @shams_solih
Мурожаат учун:
? @huda_murojaat_bot
Менеджер - @krishenik (вопросы только по рекламе ‼️)
Last updated 1 месяц назад