Қарақалпақстан мусылманлары қазыятының рәсмий сайты
https://www.facebook.com/groups/1393604727481912/
https://instagram.com/paziylet.uz?igshid=9ipx3fosdr4e
https://www.youtube.com/channel/UCrMPXuoyl0Wh3wUmka5pxHg
Last updated 1 month ago
#Travel ✈️
Путешествуйте по миру с каждым постом!?
#travelslocation ?
?Связь: @travelmanager
Last updated 1 month, 1 week ago
KRuz.uz сайтына мүрәжат жоллаў ушын бот: @kruzu_bot
Реклама ушын: @Polat_Turganbaev
Last updated 1 month, 3 weeks ago
— Йӑван! Вӑхӑт мӗн тери хӑвӑрт шӑвать вӗт, э?
— Ан та кала! Тин кӑна авлантӑм темелле, ман хӗр упӑшкинчен ак уйрӑлать...
× × ×
— Мӗншӗн-ши ун чухне аннене итлемерӗм, мӗншӗн сана качча тухрӑм-ши?
— Мӗн, аннӳ мана качча ан тух тесе ӳкӗтлетчӗ-им?
— Аха.
— Турӑҫӑм! Эп ҫак хӗрарӑм пирки еплерех йӑнӑшнӑ иккен!
× × ×
Ресторанта:
— Эсир унта пушшех те ҫывӑрса кайнӑ-им? Ман тата мӗн чухлӗ кӗтес пулать? Эп сире вунӑ хут, ӗнтӗ, бифштекс илсе килме ыйтрӑм!
Официант:
— Хаклӑ клиентӑмӑр! Тӑхтама тивӗ! Вунӑ бифштекс хатӗрлеме вӑхӑт кирлӗ!
× × ×
— Ҫеруш! Мӗн тери вӑрах ӗҫлетӗн-ҫке эсӗ! Мӗнле те пулин ӗҫе хӑвӑрт тӑвайратӑн-ши?
— Паллах! Эп пит хӑвӑрт ҫывӑрса каятӑп!
× × ×
— Ӑҫта ӗҫлетӗн?
— Почтӑра. Ҫырусем ҫине штамп лартатӑп.
— Ытла та кичем ӗҫ вара сан.
— Мӗншӗн? Ара, кашни кун ҫӗнӗ дата-ҫке!
Паркра пӗр ҫын сак ҫинче пит кӑмӑлсӑр питпе ларать. Иртсе каякан ҫын унтан ыйтать:
— Мӗн пулчӗ ара? Кӑмӑлу ма хуҫӑк вара?
— Пӑта ҫинче ларатӑп…
— Куҫса ларма та пулать-ҫке, — сакӗ вӑрӑммине курса сӗнӳ парать лешӗ.
— Темех мар, хӑнӑхса та ҫитрӗм ӗнтӗ…
Зоолавккара пӗри калаҫакан попугай туянасшӑн.
— Шел те, анчах пирӗн попугайсем пӗтрӗҫ, — хуравлать сутӑҫ. — Акӑ, улатакка пур.
— Мӗн, улатаккасем те калаҫма вӗренейреҫҫӗ-им?
— Ну… мӗнле калас та… вӗсем питӗ аван Морзе азбукине пӗлеҫҫӗ!
Арӑмӗ ҫӗрле таврӑннӑ упӑшкине:
— Кая юлса таврӑннӑ чухне эсӗ яланах тем те пӗр шухӑшласа кӑларатӑн! Хальхинче мӗнле юмахпа мана тӑрантарӑн-ха? Мӗн шухӑшласа кӑлартӑн?
— Нимӗн те…
— Вара эсӗ эпӗ ҫакна ӗненӗп тесе шутлатӑн-и?
Вулавӑшра:
— Эпӗ ку кӗнекере ҫӗр тенкӗ тупрӑм! — тет кӗнекене тавӑрса панӑ май вулакан. — Сирӗн ҫак авторӑн урӑх мӗнле те пулин кӗнеки ҫук-и?
Тухтӑр пациента:
— Ҫак самантран сирӗн туртма, ӗҫме, хӗрарӑмсемпе тӗл пулма пӑрахмалла.
— Тухтӑр, ара эпӗ арҫын-ҫке!
— Юрӗ… Хырӑнма пултаратӑр…
Упӑшки:
— Чунӑмҫӑм, паян эпир пӗрлешнӗренпе вунӑ ҫул ҫитет, ҫак вӑхӑт хушшинче эпир санпа пӗрре те вӑрҫса илмерӗмӗр вӗт!
Арӑмӗ:
— Пӗлетӗп, хӑравҫӑ…
— Пӗлтӗн-и, мӗншӗн эпӗ вунӑ ҫул ӗнтӗ килте ларатӑп, ӗҫе ҫӳреместӗп?
— Ҫук…
— Эсӗ яланах эпӗ ӑҫтине пӗлмешкӗн, ара!
— Арӑму санран вунӑ хут ытларах ӗҫлесе илет теҫҫӗ, ку чӑнах-и?
— Шел те, ку ҫапла…
— Апла эс ун укҫишӗн ӑна качча илнӗ?
— Кирлӗ мара ан калаҫ-ха, ара эпир мӑшӑрланнӑранпа вӑтӑр ҫул иртнӗ... Мӗн кӑна курман пуль ҫак вӑхӑт хушшинче…
— Шелмӑ, ытла та мал курӑмлӑ эсӗ!
Вӗрентекен ачасенчен ыйтать:
— Панулмие хӑҫан пуҫтармалла?
— Августра! — тет Петя.
— Сентябрьте! — хуравлать Маша.
— Йытӑна кӑкарнӑ чухне! — хурав парать Вова.
Студент хӗрпе ташлать. Тӑрук ҫӗре персе анать. Хӗрӗ ним тума пӗлмесӗр кӑшкӑрать:
— Шыв! Шыв парӑр!
— Ҫӑкӑр… Ҫакӑр та кирлӗ… — илтӗнет ҫӗртен вӑйсӑр сас.
Иккӗн ресторанран тухаҫҫӗ.
— Ну, Михалыч, эс паратӑн та! Тумтир йышӑнакана чейлӗх мӗн тери пысӑк укҫа парса хӑвартӑн!
— Калатӑн та, Семёныч! Епле тав тӑвас мар? Пӑх-ха — мӗн тери чаплӑ пальто вӑл мана парса ячӗ!
× × ×
Тинӗс тӑрӑх карап пырать. Сасартӑк штурман чирлесе ӳкет. Тухтӑр ӑна тӗрӗслерӗ те шухӑша кайрӗ.
Ҫакна асӑрханӑ штурман ыйтать:
— Тухтӑр, ман чир ҫав тери япӑха кайнӑ-им?
— Ҫук, мӗн эсир… Анчах ман ыйту пур: карап ҫинче сирӗнсӗр пуҫне кам та пулин тата навигацине ӑнланать-и?
× × ×
Карчӑкпа старик пӗрле 70 ҫул пурӑннине паллӑ тӑваҫҫӗ. Хайхи старик карчӑккинчен ыйтать:
— Карчӑк, эпир санпа 70 ҫул пӗрле пурӑнса ирттертӗмӗр, вунӑ ывӑл пӑхса ӳстертӗмӗр. Анчах ниепле те ӑнланаймастӑп... Тӑххӑрӑшӗ пӗрешкел сӑнлӑ, чи аслин вара сӑнӗ урӑхларах. Эсӗ, карчӑк, пӗр хут мана улталанӑ пуль ӗнтӗ?
— Пӗлетӗн-и, старик, ҫылӑхлӑ эп…
— Унӑн ашшӗ кам вара?
— Эсӗ.
× × ×
— Салам, тусӑм! Мӗнле пурӑнатӑн? Халӗ те арӑму санпа вӑрҫӑнать-и?
— Ҫук, тав Турра, халь йӗркеллӗ. Пӗр ҫывӑх тус ӑна варласа кайрӗ.
— Ҫывӑх тус? Кам вара вӑл?
— Пӗлместӗп, анчах маншӑн вӑл халь пурпӗрех чи ҫывӑх тус!
× × ×
Амӑшӗ ывӑлӗнчен ыйтать:
— Ывӑлӑм, лар-ха юнашар, мӗнле те пулин шӳт каласа пар.
— Тен, тӑрсах каласа парӑп? Лараймастӑп...
— Ма тата? Мӗн пулчӗ?
— Тин кӑнаҫ атте шӳт каласа пама ыйтрӗ...
— Ырӑ кун, эпӗ Николай Иванч ятлӑ, эпӗ сирӗн ертӳҫӗ пулӑп, эсир йышӑнакан должноҫре мӗн тумаллине вӗрентӗп. Чи малтанах, университетра мӗн вӗрентнине йӑлт манса кайӑр.
— Николай Иванч, ара эсир-ҫке пире университетра вӗрентрӗр…
— Ку пӗрре те эп каланине хирӗҫлемест! Университетра мана лекци ирттернӗ сехетсемшӗн тӳленӗччӗ, кунта вара — ман сотрудниксем хӑйсен ӗҫне тивӗҫлӗ шайра тунишӗн!
× × ×
Студент ирхине вӑранать. Пуҫӗ ыратать, анчах пуҫра пӗр шухӑш: «Паян экзамен тытмалла»!
Темле майпа института ҫитет, кирлӗ аудиторине тупать. Никама та палласа илеймест, билет илсе сӗтел хушшине вырнаҫса ларать. Анчах ыйтӑвӗсене вулать те нихӑшӗ ҫине те хурав пӗлменнине ӑнланса илет. Сылтӑмра лараканнинчен ыйтать, сулахайринчен. Малта лараканнинчен, хыҫалтинчен ҫырса илет.
Экзамен вӗҫленсен преподаватель патне пырать те ӑна хуравӗсене тыттарать.
— Юрӗ, — тет преподаватель, — кунта мӗн ҫырса тултарнишӗн сире «виҫҫӗ» лартса пама хатӗр. Тивӗҫтерет-и?
— Паллах!
— Зачёткуна пар… Пурнӑҫра тем те курма тиврӗ, анчах та иккӗмӗш курс студенчӗ виҫҫӗмӗш курсшӑн экзамен панине тин кӑна куратӑп…
× × ×
— Эсӗ мана юрататӑн-и?
— Аха!
— Кӗрӗк илсе паратӑн-и?
— Илсе паратӑп!
— Хӑлха ҫакки?
— Хӑлха ҫаккине те, чунӑмҫӑм, илсе парӑп, анчах, тархасшӑн, ыйтатӑп: пӑшала хӑй вырӑнне кайса хур-ха…
Ҫулпа кукша Иван утса пырать. Пичӗ-куҫӗ чӑрмаланчӑк, ҫамки ҫинче — тем пысӑкӑш мӑкӑль.
Кӳрши ун аллинче бумеранг курчӗ те ыйтать:
— Салам, Иван, ку япалапа эс мӗн тӑвасшӑн?
— Нимӗн те.
— Апла ма аллунта тытса утан? Ил те ывӑт…
— Ывӑт тет! Акӑ, ме, ху ывӑт!
× × ×
— Чунӑмҫӑм, эп хама валли шутласа хутӑм та — санпа урӑх пӗрре те хирӗҫместӗп терӗм!
— Ак, пӑх-халӗ ӑна! Вӑл шутласа хунӑ тет… Манран вара ыйтрӑн-и эс?
× × ×
Ресторанта менеджер официанта ятлать:
— Мӗншӗн эсӗ клиентпа харкашрӑн? Нивушлӗ мантӑн: клиент тем тусан та тӗрӗс тӑвать!
— Манман, пӗлетӗп! Анчах ку тӗрӗс мар турӑм тесе калать-ҫке!
× × ×
Судья:
— Эсир чӑн та тӗплӗ шухӑшласа уйрӑлатӑр-и? Тен тата шухӑшласа пӑхатӑр?
Арӑмӗ:
— Паллах тӗплӗ шухӑшланӑ! Вӑл вӗт, эпӗ апат пӗҫерсен, ӑна йӑлт ҫисе яма хушать!
× × ×
Ашшӗ ача пахчине ывӑлӗ патне килет.
— Сирӗн хӑшӗ? — ыйтать воспитатель.
— Ҫавах мар-и? Ыран каллех кунта илсе килмелле вӗт…
Черет суйласси яланах кӑткӑс ӗҫ.
Қарақалпақстан мусылманлары қазыятының рәсмий сайты
https://www.facebook.com/groups/1393604727481912/
https://instagram.com/paziylet.uz?igshid=9ipx3fosdr4e
https://www.youtube.com/channel/UCrMPXuoyl0Wh3wUmka5pxHg
Last updated 1 month ago
#Travel ✈️
Путешествуйте по миру с каждым постом!?
#travelslocation ?
?Связь: @travelmanager
Last updated 1 month, 1 week ago
KRuz.uz сайтына мүрәжат жоллаў ушын бот: @kruzu_bot
Реклама ушын: @Polat_Turganbaev
Last updated 1 month, 3 weeks ago