трейдер, который не сливает депо пока не начнёт трезветь. ворую индикаторы у Пифагора и колбасу из магазина.
@Keriot
Last updated 2 months ago
Добро пожаловать в Telegram-канал «Пятёрочки» 💚
Здесь мы рассказываем о свежих акциях и скидках в наших магазинах. Следите за новостями и не пропустите самые выгодные цены. 😉
И сразу ловите промокод «БД1500» на бесплатную доставку!
Last updated 2 weeks, 1 day ago
Шӳтлеҫҫӗ😂****
Çамрăк арăм упăшкинчен ыйтать:
— Чунăм, эсĕ мана Ромео Джульеттăна юратнă пек савăн-и?
— Пĕлместĕп. Вуламан.
— Отелло Дездемонăна кĕвĕçнĕ пек кĕвĕçĕн-и?
— Пĕлместĕп. Вуламан.
— Мĕн вуланă вара эсĕ?
— «Муму». Йытă пек вĕрсе пăх кăна...
⭐️ Паллă çынна — 10 ыйту: Надежда КУЗЬМИНА актриса, юрăç
1️⃣ Хӑвна актриса е юрӑҫ пек ытларах килĕшетĕн?
— Актриса пек.
2️⃣ Артиста кураканӑн юратӑвĕ вӑй парать теҫҫĕ. Спектакль-концерт хыҫҫӑн ывӑннине туймастăн-и?
— Спектакльти роль мĕн чухлĕ яваплăрах, вăй çавăн чуль ытларах кĕрет. Куракансем чăннипех асамлă вăй параççĕ.
3️⃣ Кĕрекере: "Надя, юрла-ха пĕреххут", — тесен савӑнӑҫлӑ е хурлӑхлӑ юрӑ аса килет?
— Кун пекки тăтăшах пулать, яланах ĕлĕкхи тарăн шухăшлă юрăсене юрлатăп.
4️⃣ Спектакльте хӑв килĕштермен роле выляса курнӑ-и?
— Артистăн ун пек роль пулмалла мар.
5️⃣ Пĕр-пĕр ĕҫе пурнӑҫлама йывӑр пек туйӑнсан мĕн тӑватӑн?
— Турăран пулăшу ыйтатăп.
*6️⃣ Интереслĕ кино курасси е чечек лартасси ытларах илĕртет?
— Дача çук манăн, чечек лартмастăп. Илемлĕ фильм пăхма вара кăмăллатăп.
7️⃣ Пурнӑҫланайман ĕмĕт пирки манатӑн-и е ăна пурпĕр кĕтетĕн-и?
— Темĕнле пулсан та ăна пурнăçа кĕртме тăрăшатăп.
8️⃣ Мĕнле чун киленĕҫĕ пур санӑн?
— Апат пĕçерме кăмаллатăп: пĕрремĕш, иккĕмĕш блюдо хатĕрлетĕп тата компот вĕрететĕп.
9️⃣ Спектакльте усал ҫын рольне выляма йывӑр-и?
— Ун пек роль нумай мар манăн. Çавăн йышши сăнара калăплама чылай интереслĕрех.
🔟 Ҫĕнĕ ҫула мĕншĕн асамлӑ теҫҫĕ?*
— Мĕншĕн тесен çунатсем çĕнĕрен сарăлаççĕ.
*❗Конькипе ярăнса янах шăммине хуçнă*
Хĕлле суранланнине пула тухтăрсенчен пулăшу ыйтакан йышланать. Нумаях пулмасть травмпункта 17-ри пациент пынă.
✅ Вăл конькипе ярăннă вăхăтра ÿксе янах шăммине хуçнă. Республикăри ача-пăча клиника больницин тухтăрĕсем хăйне евĕр операци тунă. Янах шăмми çине шина, титан пластина вырнаçтарнă.
*🔴 Палăртмалла: çулталăк пуçланнăранпа республикăра тĕрлĕ сăлтава пула 24 пин ытла ача суранланнă.*
*❗Максимовсем - "Çулталăк çемйи" конкурс çĕнтерÿçисем*
Çĕнĕ Шупашкарти Максимовсем республика шайĕнчи конкурсра çĕнтернĕ. Александр Георгиевичпа Елена Вячеславовна виçĕ ача ÿстереççĕ: Степан, Мирослав тата Милослава.
*🔴 Саламлатпăр!*
*❗️Çанталăк çинчен*
Шупашкарта паян пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, юр çăвать. Сывлăш температури кăнтăрла – 7-8, çĕpле 9-10 градус сивĕ. Термометр халĕ 7 градус сивĕ кăтартать.
✅ Республикăн çурçĕр енчи округĕсенче кăнтăрла — 7-9 градус сивĕ, кăнтăр енчи округсенче — 6-9.
✈️ Мускавра паян 8 градус сивĕ пулать.
*❗️13 ача ҫуратнӑ*
Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн указӗпе килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти Светлана Хрулева «Амӑшӗ героиня» ята тивӗҫнӗ. Вӑл мӑшӑрӗпе Вячеслав Владимировичпа пӗрле 13 ача ӳстернӗ. Халӗ Хрулевсем 15 мӑнукӗпе савӑнаҫҫӗ.
🔴Саламлатпӑр!
*❗️Китай режиссерӗ спектакль лартнӑ*
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн сцени ҫинче ҫӗнӗ спектакль кӑтартнӑ.
Александр Пушкин ҫырнӑ юмах тӑрӑх лартнӑ «Сказка о царе Салтане» постановкӑна курма халӑх йышлӑ пухӑннӑ. Унӑн режиссерӗ – Китайри Ланьбо Цзяо.
✅Пике Китайри Фудань университетӗнче режиссера вӗреннӗ. Пӗлтӗр Раҫҫей патшалӑх сцена искусствисен институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Вӑл Александр Пушкинӑн хайлавӗсем тӑрӑх темиҫе постановка лартнӑ. Вӗсене Калмӑк Республикинчи драма театрӗнче кӑтартнӑ.
❗️Çĕнĕ çул умĕн тата кану кунĕсенче Шупашкартан самолетсем ытларах вĕçĕç.
"Победа" авиакомпани раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 12-мĕшĕччен расписание тепĕр рейс кĕртнĕ. Хушма рейс Мускаври Шереметьево аэропортĕнчен 16 сехет те 50 минутра вĕçсе тухĕ, пассажирсене Шупашкартан тĕп хулана илсе çитерме тÿпене 18 сехет те 35 минутра хăпарĕ.
✅ "Икар" авиакомпани вара Шупашкартан Санкт-Петербурга хушма тăватă рейс кĕртнине пĕлтернĕ.
🔴 Эсир уяв кунĕсенче Мускава е Питĕре çитме палăртатăр-и?
трейдер, который не сливает депо пока не начнёт трезветь. ворую индикаторы у Пифагора и колбасу из магазина.
@Keriot
Last updated 2 months ago
Добро пожаловать в Telegram-канал «Пятёрочки» 💚
Здесь мы рассказываем о свежих акциях и скидках в наших магазинах. Следите за новостями и не пропустите самые выгодные цены. 😉
И сразу ловите промокод «БД1500» на бесплатную доставку!
Last updated 2 weeks, 1 day ago