Из России с любовью и улыбкой :)
From Russia with love and a smile :)
Chat - @ShutkaUm
@Shutka_U
Last updated 1 month, 2 weeks ago
Почистили канал, тут будут только реакты на ТВ шоу
Ожидаем ответа от ТВ
📚 **НАША АВТОР
Наталия Игоревна Орлова – дизайнер, художник-иллюстратор.**
🩶 Она родилась 30 марта 1981 года в Чебоксарах. Училась в СОШ 24 г. Чебоксары. С детства любила рисовать, поэтому после девятого класса в 1995 году поступила в Чебоксарское художественное училище, затем окончила Чувашский государственном педагогический университет им. И.Я. Яковлева (2005).
🩶 Работает в Чувашском книжном издательстве: в 2003–2014 гг. была ведущим художественным редактором, с 2014 года – заведующая художественно-графическим отделом.
🩶 Наталия Орлова иллюстрировала детские книги «Тилĕпе Улатакка. Лиса и Дятел» (2005), «Тилĕ тус. Лисья пляска» (2007, 2018), «Улăп евĕрлĕ пуласчĕ» (На Улыпа стать похожим, 2015) Геннадия Юмарта, «Прогулки по Чебоксарам. Шупашкарпа паллашар» Ольги Васильевой (2021) и др.
🩶 «Письмо Деду Морозу» – первая её авторская книга.
📌 Пирĕн çинчен çыраççĕ
"Хыпар" хаçатăн паянхи номерĕнче Çеçпĕл Мишшин пултарулăхĕ çинчен чăваш ăсчахĕсемпе çыравçисем мĕн шухăшлани пирки вуласа пĕлме пулать. 📜🗞📓
📚 **ПИРӖН АВТОР
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Олеся Михайловӑн «Пĕрремĕш çĕнтерӳ» кӗнеки кун ҫути курчӗ. Авторӗпе тӗплӗнрех паллашар-ха.**
💙 Олеся Михайлова 1992 çулхи чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнче çуралнă. Шуркасси шкулĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕреннĕ.
💙 Куславкка районĕн «Ялав» хаçат редакцийĕнче социаллă пурнăç пайĕн редакторĕнче ĕçленĕ, халĕ – Куславкка округĕн пуçлăхĕн пресс-секретарĕ.
💙 Пĕрремĕш сăввисене вăл çичĕ çулта çырнă. Шкулта вĕреннĕ чухне «Тантăш» хаçатра пичетленнĕ.
💙 Хайлавĕсем «Пирĕшти патне янă çыру», «Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная», «Манăн туссем. Мои друзья», «Уявсен кăшăлĕ. Наши праздники» коллективлă сборниксене кĕнĕ.
💙 Олеся Михайлова - Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ (2012), армрестлинг (алă вăйне виçни) енĕпе Раççей спорт мастерĕ, çамрăксем хушшинче – Европа чемпионĕ.
⭐️ Паллă çынна – 10 ыйту: Нина ЦАРЫГИНА.
1️⃣ Нина, эсĕ хăвна журналист е çыравçă пек туятăн?
— Журналист-ҫыравҫӑ. Пӗри тепринпе тачӑ ҫыхӑннӑ.
2️⃣"Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат пирки сăмах пуçарсан чунра мĕнле туйăмсем çуралаççĕ?
— Вулакансемшӗн кӑсӑклӑ статьяпа пуян хаҫат хатӗрлес килет. Ҫакӑнпа хавхаланатӑп.
3️⃣ "Çил-тăманлă ĕмĕт" кĕнекÿнти хăш калава ытларах кăмăллатăн?
— Пурте хаклӑ, пурне те чунпа ҫырнӑ. Ҫапах "Симӗс ҫӳҫлӗ хӗр, е Уйрӑлу кӗвви" ҫывӑхрах.
4️⃣ Журналист пек мĕн çинчен çырма кăмăллатăн?
— Кӑсӑклӑ, хӑйне евӗрлӗ ҫынсен шӑпи ҫинчен. Ҫавӑн пекех чунпа ҫирӗп те вӑйлисем пирки.
5️⃣ Çыравçă пек вара...
— Ыттисенчен уйрӑлса тӑракан сӑнарсем илӗртеҫҫӗ.
6️⃣ "Литературăллă Чăваш Ен: çулталăк кĕнеки" конкурсра çĕнтернине пĕлсен пуçа чи малтан мĕнле шухăш килчĕ?
— "Ку чӑнах та манпа пулса иртет-ши?" — ҫапла шутласа тӗлӗнтӗм-савӑнтӑм.
7️⃣Тутарстанри чăвашсем кунтисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?
— Тутар енчисем хӑюллӑрах, шухӑшӗсене уҫҫӑн палӑртма шикленмеҫҫӗ.
8️⃣Кулленхи пурнăçра мĕн тарăхтарать?
— Ӗҫе вӑхӑтра туманни.
9️⃣Мĕн савăнтарать?
— Хама килӗшекен вак-тӗвек, туссем, ҫемье...
🔟Çырма хавхалану ăçтан илетĕн?
— Кӗнеке ҫӳлӗкӗ ҫинчен 🙂
Из России с любовью и улыбкой :)
From Russia with love and a smile :)
Chat - @ShutkaUm
@Shutka_U
Last updated 1 month, 2 weeks ago
Почистили канал, тут будут только реакты на ТВ шоу
Ожидаем ответа от ТВ