Reklama va hamkorlik bo'yicha: @oshigi_jannatim
Hamkor kanal: @xazilbek
Last updated 9 months, 4 weeks ago
Сотрудничество: [email protected]
Это ютуб крутой бабы: https://youtube.com/c/vika02032000
Твич: https://www.twitch.tv/vikaesaul
Комикс ШАБАШ: https://t.me/shabashesaula
https://knd.gov.ru/license?id=676a3a8c96de59064d2c75e6®istryType=bloggersPermissio
Last updated 4 weeks, 1 day ago
Иртнӗ вырсарникун ача-пӑча футболне курма лекрӗ. Паллах, чылай ҫамрӑк спортсменсем - арҫын ачасем, анчах пӑт-пат хӗрачасем те тӗл пулаҫҫӗ (ушкӑнсенче каччӑсем те, хӗрсем те пӗрле выляҫҫӗ, пайланман)
куракансен хушшинчи арҫын ача амӑшне: «Мӗншӗн кунта хӗрачасем те пур?»
Амӑшӗ иккеленсе: «Хӗрачасем те кирлӗ, вӗсем ыттисене хавхалантараҫҫӗ»
??♀️
пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи тост пекех
кунта кам та пулин пур-и? ?**
*аран-аран куҫа уҫса ҫӗнӗ кун пурӑнма тытӑнтӑм. Урамри ӑмӑр ҫанталӑк тата ӗҫре пухӑннӑ япаласем паянхи кунран ним ыррине те кӗтмелле мар тесе каланӑн туйӑнать
вырӑнтан тӑма пуҫласан пальтори кӗсъере шӑкаладсем пуррине аса илтӗм! Кун тӳрех лайӑх енне куҫрӗ. Вӑт телей!*
YouTub’ри «Хӗрсем» проектӑн видеосем айӗнче чӑвашла комментарисем чылай пулни питӗ савӑнтарать ❤️?**
пирӗн юлашки кӑларӑма пӑхрӑр-и?
https://youtu.be/3x_uarCilOw
*Шупашкара ҫитсен таксипе вокзала вӗҫтертӗм. Ҫул ҫинче аттене Чӑваша ҫитнине пӗлтерсе мана Йӗпреҫре кӗтсе илме ыйтрӑм
таксист: "Сирӗн атте чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ мар та пуль?"
эх пуҫларӑмӑр вара тӑван чӗлхен кун-ҫулӗ пирки калаҫма...
таксистсем - хӑйне май философсем:)*
*пурнӑҫра пӗрремӗш хут психотерапевтпа сеанс иртрӗ. Пӗр чарӑнмасӑр калаҫрӑм
Мӗн кӑна ҫук пуҫӑмра!?*
Асанне *Ачаранпах эпӗ Асаннене аслӑ та вӑйлӑ сӑнар пек курнӑ. Пӗчӗк чух вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки каласа панине ӑша хывман. Анчах та ӳссе пынӑ май Аслӑ Анне кун-ҫулӗ ҫине урӑхла пӑхатӑп
Пирӗн Асанне "Эпӗ сана юрататӑп" тесе калакан ҫын мар. Эпир ун юратӑвне ӑшӑ чӑлха-нуски ҫыхса панинче, ирех вӑранса тутлӑ кукӑль пӗҫернинче, ялан савӑнса кӗтсе илнинче туятпӑр. Юратӑва тӗрлӗрен кӑтартма пулать-ҫке
Асанне ултӑ ҫулта тӑлӑха юлса амаҫурипе ӳснӗ. Тӑван амӑшӗн юратӑвне, ачашлӑхне курман. Эпӗ вара, мӑнтарӑн, унран "юрату" сӑмахӗсем кӗтсе ларнӑ
Халӗ Асаннере вӑйлӑ та ӑслӑ Аслӑ Анне ҫеҫ мар, анне ҫунаттисӗр, хӳтлӗхсӗр ӳснӗ пӗчӗк кӑна хӗрачана та куратӑп
Тӑван амӑшӗ парайман юратӑва пирӗн парса ҫитересчӗ*
кӑвак туратсем *ӳтӗм ытла ҫинҫе пулнӑран юн тымарӗсем алӑпа ура ҫинче хытах палӑраҫҫӗ
Уйрӑмах шӑнса кайсан
хама йывӑҫ пек туятӑп*
Reklama va hamkorlik bo'yicha: @oshigi_jannatim
Hamkor kanal: @xazilbek
Last updated 9 months, 4 weeks ago
Сотрудничество: [email protected]
Это ютуб крутой бабы: https://youtube.com/c/vika02032000
Твич: https://www.twitch.tv/vikaesaul
Комикс ШАБАШ: https://t.me/shabashesaula
https://knd.gov.ru/license?id=676a3a8c96de59064d2c75e6®istryType=bloggersPermissio
Last updated 4 weeks, 1 day ago